Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
12 Апрелӗн , 17:40

13 районта çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă

Пушкăртстанра ака-суха пуçланнă – 13 район уй-хир ĕçĕсене пуçăннă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерстви.

13 районта çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă
13 районта çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă

Çтерлĕпе Шаран, Чекмагушпа Благовар, Кармаскалăпа Буздяк, Кушнаренковăпа Бакалă, Ĕпхÿпе Мияки районĕсенчи çĕр ĕçченĕсем кĕрхи тĕш тырăсене апатлантарма тухнă.

Илишпа Чекмагуш, Çтерлĕпе Кармаскалă, Буздякпа Дюртюлĕ, Благоварпа Шаран тата Ĕпхÿ районĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене удобренипе апатлантарма тытăннă.  

Пĕтĕмĕшле республикипе илес пулсан, апрель уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 9,5 пин гектар çинче кĕрхи культурăсене тата 8,3 пин гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă.

Çавăн пекех Кармаскалă районĕнчи хуçалăхсем нÿрĕ тытма тухнă.

 - Çанталăк кинет улшăнма пултарать. Пухнă опыт çуркунне кашни сехет пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетет. Çавăнпа аграрисем май килсенех уй-хирсене тухрĕç, - ăнлантарса панă вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.  – Пĕтĕмĕшле кĕрхи культурăсем йышăнакан 400 пин гектар лаптăка апатлантарма, сÿрелеме, нÿрĕ тытма тивĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене 2 млн ытла гектар çинче пурнаçламалла пулĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: