Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
2 Майӑн , 17:19

Çăка пылне Китая ăсатĕç

Россельхонадзор управленин специалисчĕсем Китай Халăх Республикине ăсатмалли 1,5 тонна çăка пылне тĕрĕсленĕ. 

Çăка пылне Китая ăсатĕç
Çăка пылне Китая ăсатĕç

Юлашки темиçе çул хушшинче чăн-чăн пушкăрт çăка пылне Пушкăртстан предприятийĕ пуçласа Китай çĕршывне сутать.

- Пыл партийĕ кирлĕ лаборатори тĕпчевĕсене иртнĕ. Республикăри çăка вăрманĕсенче ĕçчен пыл хурчĕсем пухнă, тутлă, сиплĕ тата экологи енчен таса продукцие Китай Халăх Республикин çыннисем пысăк хак пама тивĕç, - хушса каланă надзор ведомствин пресс-службинче.

Россельхознадзор управленийĕ чикĕ леш енне ăсатмалли çăка пылĕн ветеринари сертификачĕсене панă.

Башкртостан#Уралсасси#нацпроект#Международнаякооперацияиэкспорт.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: