Фермера пысăк тухăç илме No TiII технологи пулăшнă. Çĕнĕ технологипе килĕшÿллĕн çĕре механика мелĕпе кăпкалатмаççĕ, сийне вĕтетнĕ ÿсен-тăран юлашкийĕпе – мульчăпа - витеççĕ. Çапла майпа çĕрĕн пулăхлăхĕ (плодородие), нÿрлĕхĕ сыхланса юлать, тăпра арканмасть.
Уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен фермер вăрлăх, имçам, техника валли запас пайсем тата топливо туянма кредит илме шутланă. Вадим Кинзябузов ПР Гаранти фондĕнчен пулăшу ыйтнă. Ăна ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама 20 млн тенкĕлĕх кредит уйăрса панă.
Малашлăхра фермер фидлот - шултра мăйракаллă 3000 пуç выльăха самăртакан лапам - хăпартма палăртать. Çавăн пекех вăл дронсемпе усă курса хирсене пестицидпа сапассине те шута илнĕ.