+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Çав шутра 107 трактор, тĕш тырă пуçтармалли 34 комбайн, çĕре кăпкалатакан 20 ытла машина тата ытти техника пулнине палăртса хăвармалла.
- Техника паркне çĕнетни регионти ÿсен-тăран çитĕнтерекенсене ака-суха кампанине кĕске вăхăт хушшинче – çанталăк лайăх тăрсан 2-3 эрне хушшинче – вĕçлеме май парать, - тесе палăртнă ведомствăра.
Кăçалхи ака-суха кампанине 12,43 пин трактор явăçтарнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 180 единица ытларах. 2024 çулхи ака-суха лаптăкĕ 2,1 млн гектарпа танлашать, вĕсенчен май уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне 924 пин гектарне акнă (46%).