Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Июнӗн , 15:45

Кĕрхи культурăсем йышăнакан 5 пин гектар çинче тепĕр хут ака ĕçĕсем туса ирттернĕ

Республикăра ака-суха кампанийĕ вĕçленсе пырать. Премьер-министр çумĕ – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, ăшă çанталăка кăмăллакан, май уйăхĕн вĕçĕпе тата июнь пуçламăшĕпе акакан культурăсем çеç тăрса юлнă.

Кĕрхи культурăсем йышăнакан 5 пин гектар çинче тепĕр хут ака ĕçĕсем туса ирттернĕ
Кĕрхи культурăсем йышăнакан 5 пин гектар çинче тепĕр хут ака ĕçĕсем туса ирттернĕ

- Июнь уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне мĕнпур лаптăкăн 93% акнă, çакă 1 млн та 872 пин гектарпа танлашать. Архангельскпа Благовещенск, Зилаирпа Бурай, Калтасăпа Кармаскалă тата Чишма районĕсенче тĕш тырă культурисене планпа килĕшÿллĕн çĕре хывнă, - палăртнă аграри ведомствин ертÿçи.

Халĕ кая юлса çитĕнекен культурăна – хура тула – акасси малалла пырать. Паянхи кун тĕлне палăртнă лаптăкăн 42% , е 34 пин га (планра – 81,05 пин га) лартнă. Çу культурисем 435 пин га йышăнаççĕ (планран 103%). Çакă палăртнинчен 11,5 пин гектар (423,5 пин га) ытларах. Çавăн пекех сахăр кăшманне те нумайрах акнă - паянхи кун тĕлне 57 пин гектар е 113%. Кĕрхи культурăсем йышăнакан 5 пин те 610 гектар çинче тепĕр хут ака ĕçĕсем туса ирттернĕ.

       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: