Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкăртстанри специалисчĕсем çывăх тата аякри чикĕ леш енчи 19 çĕршыва ăсатма 259,79 пин тонна тĕш тырă тата унтан тунă продукцие тĕрĕслесе хак панă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 62 пин тонна нумайрах.
Çав вăхăтрах импортер-çĕршывсен географийĕ те анлăланнă – вун иккĕрен вун тăххăра çитнĕ. Пушкăрт тĕш тыррине Афганистанпа Бельги, Беларусь Республикипе Германи, Грузипе Дани, Иранпа Казахстан, Киргизипе Китай Халăх Республики, Латвипе Нидерланд, Пакистанпа Польша, Туркменистанпа Турци, Узбекистанпа Серби тата Швейцари туяннă. Асăннă çĕршывсене 78,1 пин тонна тулă, 75,5 пин тонна урпа, 17,5 пин тонна йĕтĕн, 8,65 пин тонна пăрçа, 2,32 пин тонна сафлора, 1,99 пин тонна сĕлĕ, 192,29 пин тонна тĕш тырă, пăрçа йышши тата выльăх апачĕ валли çитĕнтерекен культура ăсатнă. Çавăн пекех республикăри АПК чикĕ леш енне ытти культурăсене те эскпорта янă.
Ют çĕршывсене каякан тиевсен мĕнпур партин пробисем тулли калăпăшпа «ВНИИЗЖ» ФГБУ пушкăрт тĕрĕслев лабораторийĕ витĕр иртнĕ. Тĕрлĕ йышши экспертизăсен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ÿсен-тăран продукцийĕ импортер-çĕршывсем ыйтнине туллин тивĕçтерет. Çапла майпа лаборатори йышăнăвĕсене шута илсе 5 083 фитосанитари сертификачĕ панă.