Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Июнӗн , 09:40

Ака-суха кампанине 12,5 пин трактор хутшăннă

Пушкăртстанра 2024 çулти ака-суха кампанийĕ официаллă  майпа вĕçленнĕ. Унта 12,43 пин трактор хутшăннă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 180 единица нумайрах.

Ака-суха кампанине 12,5 пин трактор хутшăннă
Ака-суха кампанине 12,5 пин трактор хутшăннă

Республика аграрийĕсем, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, хăйсен тĕллевне тивĕçлипе пурнăçланă. Çак кунсенче Пушкăртстанри хуçалăхсем кая юлса çитĕнекен культурăна – хура тула – акса пĕтернĕ.

Çурхи культурăсене пĕтĕмĕшле 2 млн ытла гектар çинче акнă, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене  – 1,27 млн гектар. Лаптăксен çуррине тулă йышăнать, ыттине – сĕлĕпе урпа тата ытти культурăсем. Хайбуллапа Баймак, Çтерлĕпе Илиш тата Мелеуз районĕсенче çурхи культурăсене 42-76 пин гектар акнă.

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем 2024 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче 2,8 млрд тенкĕлĕх 633 ял хуçалăх машини туяннă. Çав шутра – 34 тĕш тырă пуçтаракан комбайн, 107 трактор, çĕре кăпкалатакан 200 ытла машина тата ытти техника.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: