Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
2 Июлӗн , 14:05

Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ

Июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шаран ялĕнчи тĕп лапамра çулсерен иртекен «Çĕр çырли çĕршывĕ» гастрономи фестивалĕ йĕркеленĕ. Уяв хăнисем валли пуян программа хатĕрленĕ. Уявра конкурссем, парнесене вылянтарни, фотозона, халăх пултарулăхĕн куравĕ, сортлă çĕр çырли (клубника) ярмарки йĕркеленĕ.

Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ

Мероприятие хутшăннисем çĕр çырлинчен пĕçернĕ уяв куклине тутанса пăхма пултарнă.  Çырлана сутнă укçа-тенке ятарлă çар операцинчи салтаксем валли уйăрĕç. Çавăн пекех фестивальте çĕр çырлин отрасльне аталантарассипе çыхăннă форум иртнĕ. Унта Ял хуçалăх министерствин, республикăри финанс центрĕн представителĕсем, Раççей Патшалăх Думин тата Пушкăртстанри Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем хутшăннă.

Шаран районĕнче пĕтĕмпе çĕр çырли валли 300 гектар çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Районти влаçсем предпринимательсене пулăшаççĕ. Юлашки çулсенче çĕр çырли ÿстерме  федераллă тата республика хыснинчен 30 млн тенкĕ уйăрнă, виçĕ кооператив йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле сезонра 3000 тонна çырла ÿстерсе илеççĕ. Чылай çыншăн çакă çемье бизнесĕ шутланать. Шел пулин те, кăçал çуркунне çанталăк сивĕ пулнипе çĕр çырлисене тăм çапнă.

Сăн ÿкерчĕксем - https://vk.com/rimabatalova

 

Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Шаранта çĕр çырли фестивалĕ иртнĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: