Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Июлӗн , 16:05

Аграрисем палăртнинчен 40% сенаж хатĕрленĕ

Пушкăртстанра выльăх апачĕ хатĕрлес кампани малалла пырать. ПР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, июль уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республика аграрийĕсем 440 пин тонна сенаж хатĕрленĕ.

Аграрисем палăртнинчен 40% сенаж хатĕрленĕ
Аграрисем палăртнинчен 40% сенаж хатĕрленĕ

Авăркаспа Ермеккей тата Давлекан районĕсенче сĕтеклĕ апат хатĕрлессипе çыхăннă кăтартусене пурнăçланă.

Çавăн пекех республикăра утçи вăхăчĕ пуçланнă. Регионти хуçалăхсем 106 пин тонна утă-улăм хатĕрленĕ. Çак ĕçре Бурайпа (7,6 пин тонна) Шаран (7,4 пин тонна) тата Абзелил (5,5 пин тонна) районĕсем малта пыраççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: