Паянхи кун тĕлне республикăри хуçалăхсем 200 пин гектар (10%) çинчи тухăçа пуçтарса кĕртнĕ, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 250 пин гектар çинчен çапса илнĕ. Пĕтĕмĕшле тухăç 670 пин тонна тырăпа танлашнă. Пĕр гектартан вăтамран 28 центнер тухнă, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ – пĕр гектартан 30 ытла центнер.
Выльăх апачĕ çитĕнекен мĕнпур лаптăкăн 60% çулса илнĕ, планпа палăртнинчен 93% сенаж хатĕрленĕ, утă – 55%. Аграрисем сахăр кăшманне те кăларма пуçланă. Август уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Раевсахар» завод хăйĕн ĕçне пуçарса янă, сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чишмари сахăр завочĕ ĕçле пуçлĕ. Вĕсенчен кашнийĕ 1 млн тонна ытла сахăр кăшманĕнчен продукци туса кăларма пултарĕ.