Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
11 Сентябрӗн , 11:40

Агропромышленность комплексне 5 çул хушшинче 57 млрд тенкĕ хывнă

Пушкăртстанри агропромышленность комплексне инвестици шайĕнче 2019-2024 çулсенче 57 млрд тенкĕ пулăшу панă.

Агропромышленность комплексне 5 çул хушшинче 57 млрд тенкĕ хывнă
Агропромышленность комплексне 5 çул хушшинче 57 млрд тенкĕ хывнă

2024 çулхи 1квартал кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн инвестицисен калăпăшĕ 2,6 млрд тенкĕпе танлашать, çапла инвестици калăпăшĕн индексĕ 157,6% шайра йĕркеленнĕ. Ытларах кунта «Инвестици сехечĕ» форматпа иртнĕ инвестици комитечĕн ларăвĕсем пысăк вырăн йышăннă.  

ПР правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов техника отраслĕ аталанни тата ăна çĕнетни тĕп факторсен шутне кĕнине палăртнă. Республикăра юлашки пилĕк çул хушшинче техника туянас хăвăртлăх икĕ хут ÿснĕ. 2019 çултанпа аграрисем 64 млрд тенкĕлĕх 17 пин ытла ял хуçалăх техники тата оборудовани туяннă.

Аграри производствине аталантарассине пĕчĕк бизнес пысăк тÿпе хывать, пĕтĕмĕшле ял хуçалăх продукцийĕ туса илес ĕçре унăн пайĕ 16%  танлашать. Республикăри фермерсем пĕтĕмĕшле калăпăшран 36% тĕш тырă, 32% хĕвел çаврăнăшĕ, 22% сахăр кăшманĕ, 6,5% çĕр улмипе пахча çимĕç, 5,7% аш-какай тата 11% сĕт туса илеççĕ.

Ильшат Фазрахманов çирĕплетнĕ тăрăх, Пушкăртстан апат-çимĕç продукцийĕ туса илессипе калăпăш ÿснине сыхласа хăварма пултарнă. Пĕтĕмĕшле 2019 çултан пуçласа 2023 çулччен республикăра апат-çимĕç продукцийĕ туса кăларасси 28,9% ÿснĕ.

Агропромышленность комплексĕнче чĕр тавартан хатĕр апат-çимĕç продукцийĕ кăларас енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Юлашки 5 çул хушшинче республикăра ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе 12 пысăк инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнĕ, вĕсене 8 миллиард тенкĕ хывнă.

2022 çултанпа республика апат-çимĕç тата тавар туса кăларакан промышленноçе çĕнетме пулăшу парать. Пĕтĕмĕшле 2 çул хушшинче тавар туса илекен хăватсене çĕнетме 150 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ уйăрнă, çакă 100 ытла производствăна çĕнетме май панă.

Ÿсен-тăран ÿстерес ĕçре 2022 çулта чи лайăх кăтартусем пулнă. Шăпах çав çулхине юлашки 30 çул хушшинче рекордлă тĕш тырă тата пăрçа йышши (5 млн тонна), çу паракан культурăсен чи пысăк тухăçĕсене пухса кĕртнĕ.  Çав вăхăтрах типĕ 2021 тата 2023 çулсенче те республика тĕш тырă культурисен начар мар тухăçне пуçтарса илнĕ. Сăмахран, 2018 çултанпа минераллă удобренисемпе усă  курасси икĕ хут ÿснĕ. Унсăр пуçне регионта 2019 çултан пуçласа 2023 çулччен маларах усă курман 130 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче тыр-пул çитĕнтерме пуçланă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă тесе палăртнă регионти аграри ведомствин пуçлăхĕ. Кунта отрасле хăвăрт аталантарас тĕлĕшпе ĕçленĕ: çĕнĕ комплексем хăпартнă, çавăн пекех халь ĕçлекеннисене юсаса çĕнетнĕ. 2019 çултанпа республикăра 21 сĕт-çу фермине хута янă, вĕсем паянхи кун 38% таварлă сĕтпе тивĕçтереççĕ. 2030 çулччен тата 30 комплекс тума палăртнă, çакă таварлă сĕтĕн калăпăшне 1 млн тонна çитерме май парĕ. Аш-какай туса илессинче те ÿсĕмсем пур. 2019-2023 çулсенче тавар секторĕнче выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк производстви 40% таран ÿснĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: