Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Сентябрӗн , 15:35

Пушкăртстанра кĕрхи культурăсене 50% акнă

Республикăра акнă лаптăксен 48 процентне пухса кĕртнĕ. Çав вăхăтрах çĕр ĕçченĕсем çитес çул валли кĕрхи культурăсем акас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ.

Пушкăртстанра кĕрхи культурăсене 50% акнă
Пушкăртстанра кĕрхи культурăсене 50% акнă

ПР Ял хуçалăх министерстви аса илтернĕ тăрăх, республика хăрушă çĕр ĕçĕн зонине кĕрет, сивĕ хĕле чăтса ирттерме пултаракан, пысăк тухăç паракан кĕрхи тĕш тырă культурисем  хăйне евĕр страхлав пулса тăраççĕ.

Паянхи кун тĕлне, сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ, регионта кĕрхи культурăсем çитĕнтерме палăртнă лаптăксен 50% (189 пин гектар) акнă. Çав шутра кĕрхи тулă 142 пин гектар (пларан 56%), ыраш 41 пин га (планран 43%) çĕре хывнă. Унсăр пуçне аграрисем кĕрхи тритикале (тулăпа ырашăн гибричĕ) акаççĕ.

Çавăн пекех пушаннă тата каннă хирсене хĕле хатĕрлеççĕ. Вĕсенче çуркунне çителĕклĕ нÿрĕ пулмалла, хывнă им-çам усă кÿмелле. Планра - 1,322 млн гектар лаптăка удобренисемпе апатлантарасси, хальлĕхе асăннă ĕçе 219 пин гектар çинче пурнăçланă. Вĕсен çине çур миллион ытла органика хывнă.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: