ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вырма вăхăтĕнче çанталăк условийĕсем начар пулнине пăхмасăр аграрисем выльăхсене хĕл каçма çителĕклĕ апатпа тивĕçтернĕ. Август уйăхĕнче тăпра ытлашши нÿрĕ пулнăран инкеклĕ лару-тăру режимне йышăннăччĕ.
Паянхи кун сенажа планпа палăртнинчен нумайрах хатĕрленĕ — 111% ( 1,24 млн тонна яхăн). Унсăр пуçне 595 пин тонна утă çулса типĕтнĕ. Силос хатĕрлес ĕç те малалла пырать - 640,7 пин тонна йÿçĕтнӗ симĕс масса хывнă.
Хĕл каçма пуринчен ытла Авăркас,Илиш, Татăшлă, Дюртюли, Çтерлĕ тата Чекмагуш районӗсен аграрийĕсем силос хатĕрленĕ — кашни районта 43 пин тоннăран пуçласа 70 пин тонна таран.