Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
1 Октябрӗн , 16:35

Пушкăртстанра вăрлăхсен фондне 60 % хатĕрленĕ

ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 2025 çулхи çурхи акан вăрлăх фондне планпа палăртнин 59 % хывнă.

Пушкăртстанра вăрлăхсен фондне  60 % хатĕрленĕ
Пушкăртстанра вăрлăхсен фондне 60 % хатĕрленĕ

Çитес ака ĕçĕсене ирттерме пÿлмесене 159 пин тонна çурхи тĕш тырă, пăрçа тата пĕрчĕллĕ культурăсем хывнă. Вĕсенчен 21 пин тонни – элита тата суперэлита йышшисем.
Сутмалăх 36 пин тонна тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем вырнă. Çав шутран, 2,5 пин тонна элита тата суперэлита йышшисем.
Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 400 пин тонна кĕртме палăртнă. Çав шутран 274 пин тонна çурхи тулăсене. Страхлав фондне 41 пин тонна вăрлăх хывмалла, унпа тухăç пулман хушăра усă курĕç. Кĕрхи тулăсен вăрлăх фондне 84 пин тонна хывма палăртаççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: