Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
6 Декабрӗн 2024, 15:55

Аграрисем уй-хирте тăрса юлнă хĕвел çаврăнăшне пуçтараççĕ

Пушкăртстанри аграрисем юр лариччен хĕвел çаврăнăша пуçтарма васкаççĕ. Пĕтĕмĕшле çуркунне акнă 300 пин гектартан 297 пин га çапса илнĕ.

Аграрисем уй-хирте тăрса юлнă хĕвел çаврăнăшне пуçтараççĕ
Аграрисем уй-хирте тăрса юлнă хĕвел çаврăнăшне пуçтараççĕ

ПР Ял хуçалăх министерствин информацийĕ тăрăх, паянхи кун тĕп çу культуринчен 525 пин тонна çу вăрлăхĕ пуçтарнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 115 пин тонна е 28% нумайрах. Кăçал хĕвел çаврăнăшĕн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 17,7 центнерпа танлашнă (2023 çулта – 13 центнер).

Иртнĕ çу кунĕсем çанталăк условийĕсем тĕрлĕрен пулнăран çу культурисен пысăк тухăçне ÿстерме май панă. Çапла 450 пин гектар лаптăкран 728 пин тонна çу вăрлăхĕ пуçтарнă. Çав шутра – хĕвел çаврăнăш, çавăн пекех рапс, йĕтĕн, соя, горчица тата рыжик.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: