+1 °С
Пӗлӗтлӗ
- Паян пирĕн республика лашасен йышĕпе (128 пин пуç) çĕршывра иккĕмĕш вырăн йышăнать, кăмăс тăвассипе малта пырать. Çак кăтарту 15 çул хушши тытăнса тăрать,- тесе пĕлтернĕ ПР Правительствин вице-премьерĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – республикăри ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Вăл палăртнă тăрăх, лашасем ĕрчетекенсем ял хуçалăх шайĕнче çирĕплетнĕ мĕнпур пулăшу мерисемпе усă курма пултараççĕ. Çав шутра - çăмăллăхлă кредитсем, техника туянма субсидисем, грантсем. Юлашки виçĕ çул хушшинче регионти усламçăсене, лаша ĕрчетес ĕçе аталантаракансене, 200 млн тенкĕ ытла пулăшу уйăрнă.