Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Кӑрлач , 10:25

Пушкăртстанра пысăк элеватор тума пуçланă

Республикăра чи пысăк элеваторсенчен пĕрне хăпартма пуçланă. Авăркас районĕнчи «Урожай» ял хуçалăх предприятийĕн (вăл «Урожай» компанисен ушкăнне кĕрет) тĕп директорĕ Радик Рафиков Кармаскалă районĕнче селекципе вăрлăх центрне тумалли проектпа паллаштарнă. Ăна элеваторпа пĕрле çĕклесшĕн, кунта 120 пин тонна тĕш тырă упрама май пулĕ.

Пушкăртстанра пысăк элеватор тума пуçланă
Пушкăртстанра пысăк элеватор тума пуçланă

Инвестор палăртнине пурнăçа кĕртме пуçланă. Предприяти пулмалли вырăнта йышăну, сăвăрса-тасатмалли, типĕтмелли тата силос валли вăрлăх тытмалли пунктăн никĕсне янă. Çавăн пекех конструкцисемпе хатĕр-хĕтĕрĕсене монтажлама пуçланă. Пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 2,6 млрд тенкĕпе танлашать. Центра хута ярсан кунта 40 ытла çынна ĕçпе тивĕçтерĕç.

ПР вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов çĕнĕ элеватор совет самани хыççăн республикăра тунă пысăк объектсенчен пĕри пулнине тата тĕш тырă упрасипе регионта малтисен шутне лекнине палăртнă.

Проект чи малтан тумалли объектсен шутне лекнĕ май, патшăлăх енчен те пулăшу пулĕ – инжернерипе транспорт инфраструктурине йĕркене кĕртме тăкакланакан  укçа-тенкĕн пĕр пайне саплаштарĕç. Унсăр пуçне инвестора производство лапамне газ сетĕсемпе çыхăнтарнă чухне пулăшу парĕç.

Çак тата ытти проектсене январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче  Республика çуртĕнче иртнĕ «Инвестсехетре» пăхса тухнă. Унăн ĕçне Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: