Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
31 Кӑрлач , 12:35

Пушкăртстанра çуракине хатĕрленеççĕ

Раççейри агропромышленность комплексĕн специалисчĕсем Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри агрономи канашлăвĕнче çитес ака кампанине мĕнле ирттерессине тата аграрисене пурлăхпа тивĕçтерессине сÿтсе явнă.

Пушкăртстанра çуракине хатĕрленеççĕ
Пушкăртстанра çуракине хатĕрленеççĕ

 Сăмахран, 2025 çулта Пушкăртстанра 2,8 млн гектар çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ культурăсем акма палăртаççĕ. Кĕрхи культурăсене ытти чухнехинчен чылай сахалрах акнă — 280 пин гектар. Мĕншĕн тесен çанталăк условийĕсене пула тухăçа пуçтарса илесси вăраха тăсăлнă. Çакă çуркунне уй-хирте ĕçсем ытларах пулассине пĕлтерет.

ПР Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, регионти пулас ака кампанин тăкакĕсем 30 миллиард тенкĕпе танлашĕç — пĕлтĕрхинчен 25% ытларах (24 миллиард тенкĕ пулнă).

Аграрисене çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшаççĕ, çакă федераци шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăшу шутланать. 2024 çулхи ноябрь уйăхĕнчен республикăри аграрисем  11 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсем илнĕ. Çитес вăхăтра черетлĕ лимит уçĕç.  Çакă регионти ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене апрелĕн 1-мĕшĕччен тата 15-17 миллиард тенкĕлĕх кредит илме май парĕ.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: