Çулла саранча кÿршĕри регионсенче – Тутарстан, Челябинск, Эрĕнпур облаçĕсенче тата Атăлçи федераллă округри субъектсенче – Чăваш Енре, Самара, Саратов тата Чĕмпĕр облаçĕсенче – ĕрчеме пултарать.
Раççейри Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи Россельхозцентр çитес сезонра 21 регионра сиенлĕ кăпшанкăсем ĕрчеме пултарасси çинчен пĕлтерет. Иртнĕ çул Пушкăртстан хăрушлăх зонинче пулнă пулсан та çумăрсем тăтăшах çунипе саранча ытлашши ĕрчеме пултарайман.
Россельхозцентрта саранча ĕрченин тĕп сăлтавне регионсенче ăшă хĕл пулнинче кураççĕ.
Çавна пула ял хуçалăхĕсен сиенлĕ кăпшанкăран сыхланас тесен 2024 çулпа танлаштарсан кăçал 100 пин гектар çĕре ытларах им-çамлама тÿр килĕ.
Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта республикăра саранча тапăнас хăрушлăх пулнă. 2021 çулта сăтăрçăсем Урал леш енчи районсенче ĕрченĕ. Анчах та çав вучахсене вăхăтра тĕп тума ĕлкĕрнĕ.