Республикăри суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев пасарсене пысăк конкуренци супермаркетсемпе онлайн-лавккасем тунипе çыхăнтарать. Вĕсенче ассортимент пуянрах, хаксем те йÿнĕрех.
Тепĕр сăлтавĕ федераллă саккун нормисемпе çыхăннă. Ун тăрăх, уйрăм суту-илÿ тăвакан пасарсем тĕплĕ зданисенче вырнаçмалла.
Çавăн пекех федераллă саккун 2025 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕ уйрăм суту-илÿ тăвакан сутуçăсене тĕрĕслев-касса аппарачĕпе ĕçлеме ыйтать. Çак çĕнĕлĕхсем пĕчек хуласемпе районсенче пасарсем сахалланасси патне илсе çитерĕ.
Алексей Гусев çак ыйтăва ял хуçалăх ярмарккисем татса пама пултарни çинчен пĕлтернĕ. Халĕ регионта 300 ярмарка вырăнĕ пур, вĕсен шутĕнче 38 яланхисем 262 канмалли кунсенче ĕçлекеннисем. Вĕсенче 13 пин суту-илÿ вырăнĕ уйăрнă. Иртнĕ çул Пушкăртстанра 23 пин ярмарка иртнĕ.
Халĕ муниципалитетсенче фермерсемпе пахчаçăсен продукцийĕсене сутмалли вырăнсем тăваççĕ. Паянхи кун тĕлне 4 пин вырăнлă 305 лапам йĕркеленĕ.