Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
11 Нарӑсӑн , 09:43

Сĕт сăвассипе – малтисем

Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствинче ĕнесен тухăçлăхне, регионти хуçалăхсем мĕн чухлĕ сĕт суса илнине шута илсе 2024 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Сĕт сăвассипе – малтисем
Сĕт сăвассипе – малтисем

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çулталăк пуçланнăранпа 794,3 пин тонна таварлă сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем уйрăммăн илес пулсан 627,9 пин тонна сĕт (пĕлтĕрхи шай çумне 104,2%) суса илнĕ.
2024 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, сĕт рейтингне Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ хуçалăх, Чекмагуш тăрăхĕнчи «Герой» СПК, Мелеузри «Ашкадарский СП» ООО, Дюртюлĕ районĕнчи «Ленин» Племзавод тата Ермеккей тăрăхĕнчи «Северная Нива» ОООсем ертсе пынă. Вĕсенче пĕр ĕне пуçне вăтамран 30 кг сĕт суса илнĕ.
Пĕтĕмĕшле сĕт туса илессипе чи лайăх пилĕк хуçалăх шутне Авăркас районĕнчи «Урожай» (пĕтĕмĕшле сăвăм 35 пин тонна), Ермеккей тăрăхĕнчи «Северная Нива» (34 пин тонна), Чекмагушри «Базы СП» (31 пин тонна), Мелеузри «Ашкадарский СП» тата Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ хуçалăхсем (вĕсенче 26 пин тонна) кĕнĕ.
Ĕнесене машинăпа суса 12 уйăх хушшинче лайăх кăтартусем тунă операторсем: Мелеузри «Ашкадарский СП» ОООри Синара Панина пĕр ĕне пуçне 15 600 кг сĕт суса илнĕ. Авăркасри «Урожай» ОООри Ираида Васильева тата Чекмагушри «Герой» СПКри Гузалия Абдуллина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă (вĕсен – 13 000 кг сĕт).
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: