Пур хыпар та
10
Ял хуçалăхĕ
26 Нарӑсӑн , 11:01

Пушкăртстанра кĕрхи тырăсен 90% лайăх хĕл каçнă

ПР  Ял хуçалăх министерствинче Пушкăртстанра февраль уйăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кĕрхи тырăсен пĕрре вуннăмĕш пайĕ (9%) начар хĕл каçни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра кĕрхи тырăсен 90% лайăх хĕл каçнă
Пушкăртстанра кĕрхи тырăсен 90% лайăх хĕл каçнă

Ытти 91% лайăх тата вăтам шайра пулни паллă. Кăçалхи хĕлле ăшă кунсем тăни вĕсене усăллă пулмасан та калчасем пĕтĕмпех пĕтни  çук.

Ял хуçалăх министерстви  пĕлтернĕ тăрăх, кашни район хăйсен кĕрхи культурисене сăнаса тăрать.  Калчасем хĕл каçнине кура хуçалăхсем çуркунне вĕсемпе мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине палăртаççĕ.

Регионта кĕрхи культурăна  248,2 пин гектар çĕр лаптăкĕ уйăрнă, вĕсенчен ыраш – 48,3 пин гектар, тулă – 195,3 пин гектар.

Çурхи акана 2,8 млн гектар çĕр лаптăкĕ çинче туса ирттересшĕн.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: