Пур хыпар та
10
Ял хуçалăхĕ
27 Нарӑсӑн , 14:42

Раççейре пĕр çын вăтамран 83 килограмм аш-какай çиет

2024 çулта Раççейре какай туса илесси 16,9 млн тоннăпа танлашнă.  Аграрипе апат-çимĕç политикин Федераци Канашĕн комитечĕн председателĕ Сергей Митин çĕршывра  какай çиесси вăтамран  çын пуçне 83 килограма çитнине пĕлтернĕ.

Раççейре  пĕр çын вăтамран 83 килограмм аш-какай çиет
Раççейре пĕр çын вăтамран 83 килограмм аш-какай çиет

Чăхпа сысна какайĕсен производствипе экспорт ÿснине палăртнă. Ĕне какайне вара чикĕ леш енчен сутăн илме тÿр килет, 2024 çулта ăна 350 пин тонна туяннă.  Çакă 2023 çулхинчен 35 пин тонна ытларах.

Сергей Митин çак пулăм кил хуçалăхĕсенче мăйракаллă шутра выльăх шучĕ чакнипе çыхăнтарать. Ĕлĕк уйрăм çынсем ĕне-пушмак çителĕклĕ усранă, хăйсене те çитнĕ, сутмалăх та пулнă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем мăйракаллă шултра выльăха ытларах сĕт суса  илме усраççĕ.

Пушкăртстан Раççей Федерацинче какай туса илессипе иккĕмĕш вырăнта тăрать. Паянхи кун тĕлне  регионта 28 пин  пуç  выльăх вырнаçтаракан мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли 33 вырăн ĕçлет.  Иртнĕ çул республикăри хуçалăхсем 436 пин тонна чăх-чĕп тата шултра выльăх (сысна, ĕне) какайĕ туса илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: