Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
14 Мартӑн 2025, 06:50

Аграрисене 8 миллиард тенкĕлĕх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем парĕç

Пушкăртстанра ака-суха кампанийĕ апрель уйăхĕн иккĕмĕш çурринче пуçланассине ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ. Предприятисем уй-хир ĕçĕсене, çав шутра укçа-тенкĕ енчен те, хатĕрленеççĕ. Аграрисем çĕр ĕçĕсене çăмăллăхлă кредитсемпе усă курса ирттересшĕн.

Кăçалхи ака-суха кампанийĕн хакĕ 30 миллиард тенкĕпе танлашĕ.
Пушкăртстанри агропромышленность комплексне çăмăллăхлă ставкăна саплаштарма федераллă бюджетран 955,1 млн тенкĕ уйăрса панă – çакă иртнĕ çулхинчен 440 млн тенкĕ ытларах.
Паянхи кун тĕлне республикăри агрокомпанисене 8 млрд тенкĕлĕх 107 заявка ырланă.
Çăмăллăхлă парăмсен ставка виçи 9,3-12,5% танлашĕ, фермерсем валли – 8,3%.
Ирида НОВИКОВА.

Читайте нас