Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Мартӑн , 12:00

Пушкăртстанра уй-хирти çурхи ĕçсем пуçланнă

Çак кунсенче республикăра ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хирти çурхи ĕçсене пуçланă. Çтерлĕ тата Илиш районĕсенчи темиçе хуçалăх кĕрхи культурăсене тата нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарма тухнă.

Пушкăртстанра уй-хирти çурхи ĕçсем пуçланнă
Пушкăртстанра уй-хирти çурхи ĕçсем пуçланнă

Шăпах çак агротехника ĕçĕсенчен уй-хирти çĕнĕ ĕççи тапхăрĕ пуçланать. Тепĕр тапхăр вăл çĕрти нÿре тытса хăварасси пулса тăрать. Ун хыççăн ака пуçланать тесе ăнлантарса панă ПР Ял хуçалăх министерствинче. Çапла вара кăçал уй-хирти çурхи ĕçсем ытти çулхисемпе танлаштарсан 2-3 эрне маларах пуçланаççĕ.

Кăçал пĕрчĕлле культурăсене пурĕ 1,58 млн гектар çинче акма палăртнă. Техника культурисен лаптăкĕ те самай пысăк  пулĕ – 607 пин гектарпа танлашать.

Кĕрхи культурăсене иртнĕ çул 248 пин гектар çинче акса хăварнă. Вĕсенчен 90 проценчĕ ăнăçлă хĕл каçнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: