Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
30 Мартӑн , 09:35

Инвесторсем консервланă продукци туса кăларма пултараççĕ

Инвесторсем валли çĕнĕ проект хатĕрленĕ. Ăна Пушкăртстанăн бизнес планне кĕртĕç. Çывăх вăхăтра инвесторсем пахча çимĕç тата улма-çырла консервисем туса кăларма пуçлĕç. ПР правительствин пресс-служби проект хакĕ 226 млн тенкĕпе танлашнине, çĕнĕ производствăра 38 ĕç вырăнĕ уçăлассине пĕлтернĕ.

Инвесторсем консервланă продукци туса кăларма пултараççĕ
Инвесторсем консервланă продукци туса кăларма пултараççĕ

Асăннă производствăна ял хуçалăх продукцине ÿстерессипе лайăх аталаннă Туймазă районĕнче вырнаçтарĕç. Унсăр пуçне пулас инвесторсем валли чĕр таварпа тивĕçтерекенсене те тупнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: