Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
15 Апрелӗн 2025, 07:30

2025 çулхи çур аки иртнĕ çулхи кăтартусенчен иртĕ

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов правительствăри оперативлă канашлура Пушкăртстанра тыр-пул валли уйăрнă çĕр лаптăкĕ кăçал 1,538 млн гектартан иртесси  çинчен пĕлтернĕ.

2025 çулхи çур аки иртнĕ çулхи кăтартусенчен иртĕ2025 çулхи çур аки иртнĕ çулхи кăтартусенчен иртĕ
2025 çулхи çур аки иртнĕ çулхи кăтартусенчен иртĕ

- Техника культурисене уйăрнă çĕр лаптăкне 635 пин гектара çитерме палăртаççĕ. Çу культурисем валли  93,2 пин гектар ытларах уйăрнипе çак хисеп иртнĕ çулхипе танлаштарсан 80 пин гектар ытларах пулĕ, - ăнлантарса панă аграри ведомствин ертÿçи.

Регионти сахăр кăшманĕн лаптăкĕ 46 пин гектара çитĕ. 2024 çулта сахăр кăшманне ĕçе кĕртессипе йывăрлăхсем пулнипе çак хисеп иртнĕ çулхипе танлаштарсан 12 пин гектар сахалрах пулĕ.

Çавăн пекех выльăх апачĕн культурисене 28 пин гектара пысăклатма шутлаççĕ. Пурĕ 599 пин гектар (+5%) акма шутлаççĕ. Çĕр улмипе уçă çĕрте ÿсекен пахча çимĕçсен лаптăкĕ иртнĕ çулхи пекех 50 пин гектарпа танлашĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас