Кăçалхи çул пуçламăшĕнчен 2, 2 млрд тенкĕлĕх 320 техника (тракторсем, ака-суха тумалли агрегатсем, вырмалли машинăсем) туяннă. Çак енĕпе Çтерлĕпе Илиш тата Кармаскалă районĕсем хастарлăх кăтартнă. Республикăри ял хуçалăх техникин паркĕ çĕнелни пирки ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.
Республика ертÿçи палăртнă тăрăх, кăçал çуркунне уй-хирсене, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 180 ытла ака-суха агрегачĕпе çĕре кăпкалатмалли машина тухĕ. Пурлăхпа техника базине çĕнетме патшалăх программи пулăшать.
- Агропромышленность комплексĕнчи техника паркне çĕнетмелли программа тăрăх, техникăпа оборудовани туянассипе çыхăннă тăкаксен çуррине саплаштаратпăр. Ултă çул хушшинче республика бюджетĕнчен çак тĕллевсем валли 8,2 млрд тенкĕ уйăрнă. Аграрисем умĕнчи мĕнпур парăма та татса пĕтермен-ха, анчах çакна пурнăçлăпăр, - тенĕ Радий Хабиров.