

2023 çулăн иккĕмĕш çурринче – 2024 çулăн пĕрремĕш çурринче Ĕпхÿ районĕнчи чи пысăк «Башкирская» чăх-чĕп фабрикинче кайăк-кĕшĕк грипĕ пуçланнипе регионти çăмарта производстви чакнă. Предприяти производствăна иртнĕ çулхи август уйăхĕ тĕлне çеç çĕнетме пултарнă.
2025 çулхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республика асăннă продукцие туса кăларассипе кайрисен шутĕнче тăрать. Атăлçи федераллă округра регион тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Пурĕ виçĕ уйăх хушшинче Атăлçи федераллă округра 2,5 млрд çăмарта туса кăларнă. Çак хисеп 2024 çулхи тапхăрпа танлаштарсан 12,5% нумайрах. Пурĕ çĕршывра пĕрремĕш кварталта 9,8 млрд çăмарта туса кăларнă. Çакă 2024 çулхи январь-март уйăхĕсемпе танлаштарсан 4,9% нумайрах.
«Таврос» компанисен ушкăнне кĕрекен «Башкирская» чăх-чĕп фабрикинче 2023 çулхи август уйăхĕнче кайăк-кĕшĕк грипĕ пуçланнипе 3,2 млн пуç чăхха, 18,2 млн çăмарта тата 70 тонна ашпа аш-какай продукчĕсене тĕп тунă.
2023 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх регион 350 млн çăмарта илсе çитермен, чăх-чĕп шучĕ 4,2 миллиона сахалланнă. 2022 çулхипе танлаштарсан, 38% чакнă. Иртнĕ çул хуçалăх çĕнĕрен ура çине тăма пуçланă. Авдонри чăх-чĕп фермине çĕнĕ чăхсем илсе килме тытăннă.