

Çакăн çинчен правительствăри оперативлă канашлура ПР правительствин вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.
Паянхи кун тĕлне нÿре хуплас ĕçе çĕр лаптăкĕн 52%, кĕрхи тырăсене им-çамласси çĕр лаптăкĕн 77%, нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарасси 37% пурнăçланă. Ильшат Фазрахманов çав вăхăтрах аграрисем вăрлăха им-çамлас ĕçе те пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ.
Çурхи ака ĕçĕсене 16 районта пуçланă. Паянхи кун тĕлне 22 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче çурхи культурăсене акнă. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 15,4 пин гектар, çу йышшисене 6 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче акнă.
Ильшат Фазрахманов региона тĕш тырă, пăрçа йышши тата кĕрпе культурисен вăрлăхĕсемпе тивĕçтерни çинчен пĕлтернĕ. Аграрисем Пушкăртстанра хатĕрлемен культурăсен вăрлăхĕсене туянаççĕ. Паянхи кун тĕлне сахăр кăшманĕн вăрлăхĕпе - 75%, хĕвел çаврăнăш – 78%, кукуруза -85% тивĕçтернĕ.