Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
24 Апрелӗн 2025, 09:00

Çур акинче малта пыракан хуçалăхсем

Мелеузпа Элшей тата Мияки районĕсенче çур акисем хĕрсе пыраççĕ. Республикăри Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, асăннă муниципалитетсенче çурхи ĕçсене 9 пин, 6,7 пин тата 6 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче пурнăçланă.

Çур акинче малта пыракан хуçалăхсемÇур акинче малта пыракан хуçалăхсем
Çур акинче малта пыракан хуçалăхсем

Паянхи кун тĕлне регионти 33 район территорийĕнчи хуçалăхсенче çур аки пырать. Специалистсем пĕтĕмĕшле калăпăшăн 3% пурнăçланă.

 - Хуçалăхсем тĕш тырă тата пăрçа йышши (38 пин га), çу (17 пин га) тата выльăх апачĕн (2,4 пин га) культурисене çĕре хываççĕ. Элшей районĕнче сахăр кăшманĕ акаççĕ, - ăнлантарса панă аграри ведомствинче.        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас