Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
29 Апрелӗн 2025, 07:30

Хĕрĕх икĕ районта çур аки пуçланнă

Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанри 42 районта çурхи культурăсене акма пуçланă.

Хĕрĕх икĕ районта çур аки пуçланнăХĕрĕх икĕ районта çур аки пуçланнă
Хĕрĕх икĕ районта çур аки пуçланнă

Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне çур акине 46 районта пуçланă пулнă, 114 пин гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртме пултарнă. Паянхи кун тĕлне республикăра 138 пин гектар çĕре акнă, çакă палăртнин 7 проценчĕпе танлашать.

Ял хуçалăхĕсем 86 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче тулă, урпа, кукуруза, сĕлĕ, 44 пин гектар çинче çу культурисене, выльăх апачĕ шутне кĕрекен культурăсене 5,2 пин гектар çинче акнă. Сахăр кăшманĕ акас ĕç Чишма, Элшей, Благовар тата Кушнаренко районĕсенче пуçланнă. Хуçалăхсем виçĕ пин гектара яхăн акнă, çакă планри 6,5 процентпа танлашать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас