Урал сасси
-4 °С
Ясно
Ял хуçалăхĕ
30 Апреля 2025, 12:00

Пушкăртстанпа Узбекистан ял хуçалăх робочĕсене туса кăларма палăртаççĕ

Çак кунсенче Ташкент хулинче иртекен «Иннопром. Тĕп Ази»  тĕнчери куравра  патшалăхсем хушшинчи ял хуçалăх техника производителĕсен кластерне тумалли килĕшĕве алă пуснă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанпа Узбекистан ял хуçалăх робочĕсене туса кăларма палăртаççĕПушкăртстанпа Узбекистан ял хуçалăх робочĕсене туса кăларма палăртаççĕ
Пушкăртстанпа Узбекистан ял хуçалăх робочĕсене туса кăларма палăртаççĕ

Вăл Раççейри тата Узбекистанри малта пыракан предприятисен коопераципе интеграцине аталантарма, производство базине  çирĕплетме, конкуренцие юрăхлă ял хуçалăх техникине туса кăларма май парасса шанаççĕ.

Пушкăртстанран «Инмаш» тата «Робо+» компанисем кластер ĕçне хутшăнĕç. Вĕсем ял хуçалăхĕсем валли роботехника комплексĕсем туса кăларма шутлаççĕ. Асăннă компанисен инновациллĕ технологисене Кубаньри аграрисем валли ятарлă техника: анасен планировщикĕсем, культиваторсем, дисклă сÿресем тата ыттине те туса кăларакан «Промагротехнологии» предприятинче усă курма палăртаççĕ. Узбекистанри ял хуçалăх предприятийĕсем те çак йышши техника кирлине, производствăна çĕнетессине пĕлтернĕ.  Çавăн пекех кластер ĕçне Пушкăртстанри «БашАгроМаш» АО, «АРТАГРО» ООО ТД ял хуçалăх техникин производителĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Автор:Инга Алексеева