Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
13 Майӑн 2025, 08:00

Планпа палăртнă лаптăксен 36 процентне акнă

Паянхи кун Пушкăртстанăн мĕнпур районĕнче те çурхи ака-суха ĕçĕсем пыраççĕ. Республикăра вăтамран талăкне 65 пин гектар лаптăк акаççĕ тесе пĕлтернĕ ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

Планпа палăртнă лаптăксен 36 процентне акнăПланпа палăртнă лаптăксен 36 процентне акнă
Планпа палăртнă лаптăксен 36 процентне акнă

Çав вăхăтрах Давлекан районĕнчи аграрисем  планпа палăртнинчен 70 процент сухаласа акнă. Тата тăхăр районти çурхи ака-суха ĕçĕсене 50% яхăн пурнăçланă.

Май уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм республикипе планпа палăртнă лаптăксен 36 процентне  (урăхла каласан 745 пин га) культурăсем акнă. Вĕсенчен тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем 440 пин га (планран 34%) йышăнаççĕ, çу культурисем – 250 пин га (43%).

Кăçал сахăр кăшманне республикăн 14 районĕнче ÿстерĕç. Паянхи кун тĕлне палăртнă калăпăшран 24 пин ытла гектарне çĕре хывнă. Выльăх апачĕ валли çитĕнтерекен культурăсене 30 пин гектар çинче акнă.

Кĕрхи культурăсем ÿсекен 321 гектар çинче тепĕр хут ака-суха ĕçĕсем туса ирттернĕ. 2025 çул валли акнă кĕрхи культурăсен лаптăкĕ 254 пин гектартан иртнĕ. Çакă иртни çулхипе танлаштарсан 36% сахалрах. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, кĕрхи культурăсен 91%  (231,7 пин га) лайăх çитĕнет, 9% ( 22 пине яхăн га) начар хĕл каçнă.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас