Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
20 Майӑн 2025, 11:00

Пушкăртстанра 9 пине яхăн фермер ĕçлет

Республикăра 9 пине яхăн фермер ĕçленине шута илнĕ. Вĕсем ака-суха лаптăкĕсен пĕрре виççĕмĕш пайне акаççĕ, пĕтĕмĕшле тухăçăн 35% туса илеççĕ. Çакăн пирки Пушкăртстанăн премьер-министрĕ Андрей Назаров аса илтернĕ.

Пушкăртстанра 9 пине яхăн фермер ĕçлетПушкăртстанра 9 пине яхăн фермер ĕçлет
Пушкăртстанра 9 пине яхăн фермер ĕçлет

Фермер хуçалăхĕсем тĕрлĕ йышши культурăсем çитĕнтереççĕ: 36% тĕш тырă, 32% çу йышши культурăсем, 21% сахăр кăшманĕ, 6% аш-какай тата 11%  сĕт туса илеççĕ. Унсăр пуçне лашасен тата шултра мăйракаллă выльăхсен пĕрре виççĕмĕш пайне ĕрчетеççĕ.

Юлашки пилĕк çул хушшинче фермер хуçалăхĕсене тата ял хуçалăх кооперацийĕсене аталантарассипе çыхăннă программăсене пурнăçа кĕртме 2,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Çак тапхăр хушшинче республикăри фермерсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ.

Премьер-министр палăртнă тăрăх, 2025 çулта фермерсене пулăшу паракан ултă программа ĕçлет. Çак тĕллевсем валли республика хыснинчен 430 млн тенкĕ уйăрнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас