+28 °С
Пӗлӗтлӗ


ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăри потребительсен кооперацине 127 пин çын хушăннă, 277 ял хуçалăх кооперативĕ патшалăх пулăшăвĕ илнĕ, 630 ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ, 20 пине яхăн консультаци панă. Çÿлерех асăннă программăсем 2019-2024 çулсенче ĕçленĕ.
Патшалăх пулăшăвĕпе 2,3 пин техника тата оборудовани (тракторсем, комбайнсем, ятарлă транспорт), 47 пин ытла шултра мăйракаллă выльăх, 740 ытла сурăх, 1,5 пин лаша, 2 пине яхăн вĕлле хурчĕ туяннă.
Ултă çул хушшинче пĕчĕк бизнеса аталантарма 1,7 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 1,672 млрд тенкине – федераллă хыснаран (98%).