Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
2 Июнӗн 2025, 12:10

Тăхăр районта çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ

Благовещенскпа Буздяк, Авăркаспа Элшей, Илишпа  Кармаскалă, Бурзянпа Калтасă тата Шаран районĕсечне çурхи культурăсене çĕре хывасси  вĕçленнĕ. Çакăн пирки ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фахразманов пĕлтернĕ.

Тăхăр районта çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕТăхăр районта çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ
Тăхăр районта çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ

Çирĕм муниципалитетра ĕçсене 90 процент пурнăçланă. Министр сăмахĕсем тăрăх, республикăн çурçĕр-хĕвелтухăç тата Урал леш енчи районсенче ĕçсем кая юлса пыраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче май уйăхĕнче тăтăшах çумăрсем çунă.

 - Паянхи кун республикăра çурхи культурăсем 1 млн та 900 пин га (планра – 2 072, 4 пин га) йышăнаççĕ. Хĕл каçайман культурăсем йышăнакан 4 пин те 220 гектара тепĕр хут акма тивнĕ. Вĕсенчен 2 проценчĕ – кĕрхи культурăсем, 2 611 га – çурхи тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем, 1 590 га – çу параканнисем, - ăнлантарса панă Ильшат Фазрахманов.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас