Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстан аграрийĕсем 768 техника единици туяннă
Кăçалхи пилĕк уйăх хушшинче республикăри аграрисем 4,7 млрд тенкĕлĕх 768 техника единици туяннă.
Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстан аграрийĕсем 768 техника единици туяннă
Çак хисеп иртнĕ çулхипе танлаштарсан 490 млн тенкĕ нумайрах.
Республикăри технологи паркĕ 136 тракторпа, 20 тыр-пул тата выльăх апачĕ пухакан комбайнсемпе, 24 куçса çÿрекен сирпĕткĕчпе, 200 ытла ака-суха тăвакан машинăпа пуянланнă.