Урал сасси
+28 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
8 Июля 2025, 10:00

Пушкӑртстанра пилӗк çĕнĕ сӗт ферми уҫӑлӗ

Регионти Ял хуçалăх министерствинче кӑҫал Пушкӑртстанра хальхи вӑхӑт ыйтнине тивĕçтерекен пилӗк сӗт ферми ӗҫлеме тытӑнассине пӗлтернӗ.

Пушкӑртстанра пилӗк çĕнĕ сӗт ферми уҫӑлӗПушкӑртстанра пилӗк çĕнĕ сӗт ферми уҫӑлӗ
Пушкӑртстанра пилӗк çĕнĕ сӗт ферми уҫӑлӗ

Ҫакӑ республикӑра сӗт производствин ҫулталӑкри калӑпӑшне 15 пин тонна ытларах ӳстерме май парĕ. Халĕ хăпартакан чи пысăк фермӑсен шутне Çтерлĕ районӗнчи Южный  ялӗ ҫумӗнчи "Калинина" ҫӗнӗ сӗт-тавар комплексӗ кĕрет. Унта 3,5 пин сӑвакан ӗнене усрама май пулĕ. Правительствӑн вице-премьерӗ - ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, асăннă ферма Раҫҫейри чи пысӑк сӗт комплексӗсенчен пӗри шутланать. Ӑна хăпартнă чух хальхи инженери çĕнĕлĕхĕсемпе усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, кросс-вентиляци системи  тата пӳлӗмри микроклимата ҫулталӑкӗпех мониторинг тăвасси.

Астутарасшăн, ял хуçалăх  комплексĕн объекчӗсене техника тата технологи тӗлӗшӗнчен ҫӗнетни "Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологипе тивӗҫтересси"наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать.

 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас