Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
21 Июлӗн 2025, 13:30

Çĕнĕ тырă-пулă пÿлмене кĕрет

Пушкăртстанра «Вырма -2025» кампани пуçланнă. Кăçал республикипе  пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1 миллион та 416 пин гектар çинчен пухса илмелле тесе пĕлтернĕ ПР премьер-министрăн çумĕ Ильшат Фазрахманов Эрĕнпурта Атăлçи федераллă округăн кăнтăр регионĕсенче тыр пула пухса илессипе  иртнĕ канашлура.

Çĕнĕ тырă-пулă пÿлмене кĕретÇĕнĕ тырă-пулă пÿлмене кĕрет
Çĕнĕ тырă-пулă пÿлмене кĕрет

Иртнĕ эрнере Авăркас районĕнчи хуçалăхсем çĕнĕ тухăçа пухса илме пуçланă, çав шутра «Салават» КФХ  ООО та кĕрет.

- Пурĕ пирĕн 3008 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тĕш тырра пухса илмелле. Июль уйăхĕн  18-мĕшĕнче кĕрхи тулла тĕшĕлеме пуçларăмăр. Ĕççи тăваттăмĕш кун пырать, вырмана çичĕ АКROS комбайн хутшăнать. Вĕсем çинче опытлă комбанерсем Михаил Фомин, Валерийпе Анатолий Кудряшовсем (ашшĕпе ывăлĕ), Сергей Федоров, Нурьян Саттаров, Денис Павлов, Борис Николаев тăрăшаççĕ. Тырра йĕтем çине турттарас ĕçе Сулейман Зайнуллин, Рим Давлетбаев, Владимир Афанасьев, Иван Филиппов водительсем  КамАЗсемпе тата Кейс хăватлă тракторсемпе Алексей Захаровпа Сергей Михайлов трактористсем пурнăçлаççĕ.  Паянхи кун тĕлне пурĕ кĕрхи тулла 460 гектар çинчен пухса илнĕ. Вăтам тухăç 48 центнерпа танлашать, - палаштарчĕ хуçалăх ертÿçи Василий Федоров.

Кунта улăма пресласа пухса илессине те йĕркеленĕ. Пушаннă анасене çийĕнчех сухаласа çитес çулччен канма хатĕрлеççĕ. Хуçалăхра, çанталăк условийĕсем чăрмантармасан, вырмана 25-30 кун хушшинче вĕçлеме тĕллев лартнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Авăркас районĕ.

Çĕнĕ тырă-пулă пÿлмене кĕрет
Çĕнĕ тырă-пулă пÿлмене кĕрет
Çĕнĕ тырă-пулă пÿлмене кĕрет
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас