Урал сасси
+19 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
4 Августа 2025, 11:30

Аграрисем рекордлă тухăç пуçтараççĕ

Вырма кампанийĕ 10 кун каялла пуçланнă. Комбайнсем кĕрхи тулăпа ыраш, сĕлĕпе пăрçа пуçтараççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Аграрисем рекордлă тухăç пуçтараççĕАграрисем рекордлă тухăç пуçтараççĕ
Аграрисем рекордлă тухăç пуçтараççĕ

Çĕр ĕçченĕсем пĕрремĕш декадăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ÿсекен лаптăксен 10% çулнă, 550 пин тонна ытла тырă çапса илнĕ. Çакăн пирки вице-премьер – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ. Хальлĕхе аграрисем кĕрхи тулăпа ыраш, сĕлĕпе пăрçа пуçтараççĕ. Çурхи культурăсене тепĕр 1,5-2 эрнерен пуçтарса кĕртĕç.

Вăтам рекордлă тухăç пĕр гектартан 40,1 центнерпа танлашнă. Чи пысăккине (60 ц/га) Нуриман районĕнче шута илнĕ.

Кăçал аграрисен 2,67 млн гектар çинчи тухăçа пуçтарса кĕртме тивĕ. Вĕсенчен 1,4 млн га – тĕш тырă тата пăрçа йышшисем, 690 пин га – техника культурисем.

Тухăçа йышăнма республикăра 34 элеваторпа склад хатĕр, вĕсенче 4 млн тонна яхăн тухăç вырнаçма пултарĕ.

Автор:Ирида Матниязова