Халĕ вырма кампанине 4,2 пин комбайн хутшӑнать. Вӗсем талӑкне 60 пин гектара яхăн çĕр лаптăкĕ çинчен тырă çапса илеççĕ. Талӑкне авӑн ҫапассине 100 пин гектара ҫитерес, сезонри тиев пĕр комбайна норма тăрăх 350 гектар таран чактӑр тесен Пушкӑртстанри агропромышленность предприятийӗсем 2030 ҫулччен тата 1,2 пин комбайн туянмалла. Çакă вырма вӑхӑтне тата виҫ-тӑватӑ куна кӗскетме май парӗ. Кун пирки республика правительствинче иртнӗ оперативлӑ канашлура вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов пӗлтернӗ. Вӑл хуҫалӑхсемпе управлени ертӳҫисене май пур таран техника туянма ыйтнă.
Вице-премьер каланă тăрăх, региона дизель топливипе вырма кампанийӗ вӗҫлениччен туллин тивӗҫтернӗ. Июль уйăхĕн 30-мӗшӗнчен асăннă топливăн хакӗ 1 пин тенкӗ йӳнелнӗ. Пĕр тонна дизель топливин хакне 63,5 пин тенке çитернĕ.