Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
5 Августӑн 2025, 11:00

Выльăх апачĕ хатĕрлесси – яваплă та хĕрÿ тапхăр

Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнчи Наумовсен фермер хуçалăхĕ выльăх апачĕ хатĕрлессипе хĕрсе ĕçлет.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси – яваплă та хĕрÿ тапхăр
Выльăх апачĕ хатĕрлесси – яваплă та хĕрÿ тапхăр

Александр Евгеньевич фермер ĕç-хĕлне 2019 çулта пуçарса янă. «Агростартап» программăпа усă курса 22 пуç пушмак тата МТЗ-82 çĕнĕ трактор туяннă. Паянхи кун хуçалăхра 50 ытла шултра мăйракаллă выльăх, вĕсенчен 30-шĕ – сăвăнакан ĕне, 20-шĕ – çамрăк выльăх тата самăртма тăратнă вăкăр. Хуçалăх сĕт суса илессине мала хурать. Александр Наумов кунсерен «Шаран сĕчĕ» ОООна 400 литр сĕт ăсатать.
А.Е. Наумовăн утă çулмалли çĕрĕсем 400 гектар лаптăк йышăнаççĕ. Фермер 320 гектар çинче тырă, рапс, урпа тата хура тул çитĕнтерет.
Ял хуçалăх техникипе те Александр хăй ĕçлет, ăна Евгений Леонидович ашшĕ пулăшать. Вăл педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Михайловка шкулĕнче 20 çул ытла математика предметне вĕрентнĕ. Александрăн амăшĕ – Алевтина Степановна ĕне те сăвать, хуçалăхри шут ĕçне те илсе пырать. Александр Наумов фермер ĕç-хĕлне пуçарса яриччен водитель, помбур пулса ĕçленĕ. 2013 çулта Октябрьски хулинчи нефть колледжĕнчи «Нефть тата газ вырăнĕсене тупасси, вĕсене хута ярасси» специальноçа алла илнĕ. Çавăнпа та вăл нефть отраслĕнче ăнăçлă ĕçлеме пултарнă. Анчах çĕр ĕçĕ хăй патне туртнă, фермер пулма шутланă.
– Çĕр çинче ĕçленинчен, экологи енчен паха сĕт тата аш туса илессинчен чыслăраххи çук, – тет Александр Наумов.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси – яваплă та хĕрÿ тапхăр
Выльăх апачĕ хатĕрлесси – яваплă та хĕрÿ тапхăр
Выльăх апачĕ хатĕрлесси – яваплă та хĕрÿ тапхăр
Выльăх апачĕ хатĕрлесси – яваплă та хĕрÿ тапхăр
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас