Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
12 Августӑн 2025, 12:30

Сакăр районта кĕрхи акана тухнă

Республикăри 8 районта çитес çул валли кĕрхи культурăсем акма пуçланă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.

Сакăр районта кĕрхи акана тухнă
Сакăр районта кĕрхи акана тухнă

Кăтартусем тăрăх, паянхи кун 1 650 гектар лаптăк акнă.

Çав вăхăтрах вырма кампанийĕ те вăй илнĕ. Республикăра пĕтĕмĕшле 860 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 35,7 центнерпа танлашать.

Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене  вырса илессипе малта пыракан районсем – Çтерлĕпе Авăркас тата Кармаскалă тăрăхĕсем.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас