Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
19 Августӑн 2025, 09:00

Сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Пушкăртстан аграрийĕсем сенаж хатĕрлес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Август уйăхĕн варри тĕлне республикăри хуçалăхсем 1,1 млн тонна яхăн сĕтеклĕ выльăх апачĕ хывнă, çакă планпа палăртнин 97% шутланать.

Сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрлеççĕСĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ
Сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Чи нумай выльăх апачĕ Илиш (100 пин тонна), Чекмагуш (93 пин тонна), Çтерлĕ (75 пин тонна) районĕсенче хатĕрленĕ. Асăннă хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ (уйрăммăн илес пулсассăн таварлăх сĕт) туса кăларас енĕпе яланах малтисен шутĕнче.
Яланхи пекех, август тата сентябрь уйăхĕсенче хуçалăхсем силос хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе ăна икĕ районта – Татăшлă тата Калтасă районĕсенче – хывма тытăннă. Пурĕ 19,5 пин тонна сĕтеклĕ выльăх апачĕ, планпа палăртнинчен 2% сахалрах, хывнă.
Республикăра выльăх апачĕпе тивĕçтересси (çулса хывнă утта шута илсен) пĕр выльăх пуçне 16,5 центнерпа танлашать, çакă планпа палăртнин 65% шутланать.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас