Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Августӑн 2025, 12:00

Республикăри ял хуçалăх техникин паркĕ 7,2 млрд тенкĕлĕх çĕнелнĕ

Кăçалхи çичĕ уйăх хушшинче Пушкăртстан Республикинчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем 7,2 млрд тенкĕлĕх  1 пин те 140 единица техники туяннă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан аграрисем 500 млн тенкĕ ытларах тăкакланă.

Республикăри ял хуçалăх техникин паркĕ 7,2 млрд тенкĕлĕх çĕнелнĕ
Республикăри ял хуçалăх техникин паркĕ 7,2 млрд тенкĕлĕх çĕнелнĕ

 - Хаксем ÿснине пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕсем техникăна тăтăшах çĕнетсе тăраçсĕ. Ырă пуçарăвăн тухăçне вырма кампанийĕ вăхăтĕнче курма, тивĕçлипе хак пама пулать. Чылайăшĕ лайăх тухăç çитĕнтернĕ, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене çухатусăр пуçтарса кĕртесси техника паркĕнчен килет, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.    

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас