Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
26 Августӑн 2025, 12:00

Кĕрхи культурăсене 20, 1 пин гектар çинче акнă

Республикăра кĕрхи культурăсене акас ĕç малалла пырать. Çанталăк лайăхлансан уй-хирсенче ĕç çĕнĕрен пуçланнă.

Кĕрхи культурăсене 20, 1 пин гектар çинче акнă
Кĕрхи культурăсене 20, 1 пин гектар çинче акнă

Регионта август уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 20,1 пин гектар çинче ака ĕçĕсем туса ирттернĕ: 10,3 пин гектар кĕрхи ыраш тата 8,5 пин гектар кĕрхи тулă акнă. Çавăн пекех хăш-пĕр районсенче вика тата рыжик акаççĕ.
Малта Давлекан, Дуван тата Зианчура районĕсем, унта палăртнă лаптăксен 10 процентĕнчен пуçласа 22% таран акнă. Вăтамран регионти кăтарту хальлĕхе 5% танлашать.
Аса илтеретпĕр, 2025 çулхи тухăç валли кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене республикăра 240 пин гектар çинче акнă. Лаптăксене сахаллатнин тĕп сăлтавĕ - 2024 çулхи çу вĕçĕнче тата кĕр пуçлăмĕшĕнче çанталăк йĕпе-сапаллă пулни.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас