-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Çапла асăннă предприятисенче талăкри сăвăм 70 тоннăран 180 тонна çитет. Авăркас районĕнчи «Урожай» мегафермăра 182 тонна, Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия» фермăра – 96 тонна, Чекмагуш районĕнчи «СП Базы» ял хуçалăх предприятинче – 90 тонна, Мелеуз районĕнчи «СП Ашкадарский» предприятинче 67 тонна, Чекмагуш районĕнчи «Герой» СПКра 67 тонна сĕт суса илеççĕ.
Çавăн пекех кăçал 6,3 миллион тенкĕлĕх сĕт отраслĕн пилĕк инвестици проектне туса пĕтерĕç. Вĕсем çулталăкри сĕт сăвăмне тата 15 пин тонна ÿстерме май парĕç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.