Кăçалхи çулăн сакăр уйăх хушшинче пушкăрт аграрийĕсем 8,1 млрд тенкĕлĕх хушма 1 335 ял хуçалăх техники туяннă. Маларах пурлăх никĕсне 7,2 млрд тенкĕлĕх 1 пин те 140 техникăпа тивĕçтернĕччĕ.
Çапла майпа республикăри ял хуçалăх техникин паркĕ 178 тракторпа, тĕш тырă выракан 81 тата выльăх апачĕ хатĕрлекен 13 комбайнпа, çĕре кăпкалатакан тата ака-суха тăвакан 250 ытла машинăпа пуянланнă.
- Практика кăтартнă тăрăх, çăмал мар çут çанталăк условийĕсенче паянхи куна тивĕçтерекен техникăна туянакан аграрисен лару-тăрăвĕ начар мар, - палăртнă ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Çав вăхăтрах вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Хальхи вăхăтра пÿлмесене 2 млн тонна тырă хывнă. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем ÿсекен лаптăксен çуррине пуçтарса кĕртнĕ.