-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăхсенче хура тул (мĕнпур лаптăксен 7%) çапса илме пуçланă. Çав вăхăтрах тĕш тырăпа пĕрле çу культурисене пуçтараççĕ. Çапла майпа лаптăксен 5,5% çапса кĕртнĕ, 60 пин тонна çу вăрлăхĕ пухса илнĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла, выльăх апачĕ хатĕрлес кампани вĕçленсе пырать. Хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх валли пĕтĕмĕшле 556 пин гектар (планран – 95%) курăк çулнă. Çавăн пекех 637 пин тонна - улăм, 1 млн та 133 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Халĕ ытларах сĕтеклĕ выльăх апачĕ хывассине мала хураççĕ: паянхи кун 115 пин тонна силос хывнă.